Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ленин районӗ

Паян 12 сехетре чаплӑ уяв туса 30-мӗш автоҫулӑн 4-мӗш пайне хута ярӗҫ. 4-мӗш пайӗ Коммуналлӑ Слабода урамӗнчен пуҫланать те Мускав проспектне тухать. Ун шутне Крылов урамӗ те кӗрет. Ку пай тӑршшӗ ҫухрӑм ҫурӑ. Ӑна пӗлтӗр тума пуҫланӑ — кӑҫал вара, ав, хута та яма вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫул хатӗрлеме пурӗ 272 млн. тенкӗ тӑкакланӑ.

30-мӗш ҫула тӑвас шухӑш 1970-мӗш ҫулсенче кӗнӗ. 1973 ҫулта пӗрремӗш пайне хута янӑ — вӑл Гладковпа Шевченко урамӗсене ҫыхӑнтарнӑ. Ун хыҫҫӑн ӗҫе пурнӑҫлама пӑрахнӑ. Малалли ӗҫе 21 ӗмӗрте пуҫӑннӑ — 2006 ҫулта хута янӑ ҫул татӑкӗ Улицкий, Гладков тата Комуналлӑ Слабода урамӗсене ҫыхӑнтарнӑ. Тӗп пайне, астӑватӑр пулӗ, Президент бульварӗ ятне те панӑччӗ. Вӑл хальхи вӑхӑтра талӑкне 50 пин машин йышӑнать. Паян хута яракан ҫул татӑкӗ талӑк хушшинче пӗтӗмӗшле 20 пин машин йышӑнма пултарӗ.

Тепӗр ҫул Пирогов урамне ҫӗнетме шутлаҫҫӗ — вӑл Президент бульварӗпе Мускав проспекчӗ хушшинчи тӗп ҫыхӑну вырӑнӗ пулӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Юпан 11-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Лапсарта субботник иртрӗ. Урамра кӗр тӑрать — хӗл сиввисем пырса киличчен ҫанталӑк хӑйӗн илемне кӑтартса хӑварас тет. Ҫавӑнпа та пулӗ кӗр илемлӗ — йывӑҫсем сарӑ та хӗрлӗ тӗспе хупланнӑ. Шел, ку илем нумая тӑсӑлмасть — алӑкран хӗл шаккани кунран-кун вӑйлӑрах илтӗнет. Ак ҫак илем те ҫухала пуҫларӗ — илемлӗ ҫулҫӑсем ҫӗре тӑкӑна пуҫларӗҫ.

Кӗрхи субботниксене тавралӑха тирпейме тата ытларах енӗпе ҫӗре ӳкекен ҫулҫӑсенчен тасатма усӑ кураҫҫӗ. Ак хальхинче те Ҫӗнӗ Лапсар ҫыннисем 100 ытла михӗ пухрӗҫ.

Чи хастаррисем хушшинче посёлокри шкулсен вӗренекенӗсемпе вӗрентевҫисем (шкул директорӗ те вӗсенчен юлмарӗ), нумайх хваттерлӗ ҫурт коммитечӗн председателӗсем, Ҫӗнӗ Лапсар администрацийӗнче ӗҫлекен пур халӑх, «Акаци» КК ӗҫченӗсем тата ыттисем пулчӗҫ. Кашни тӑрӑшса ӗҫленине кура посёлок та илемленчӗ!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Нумай пулмасть Шупашкарти 37-мӗш шкула Китай хӑнисем килсе кайрӗҫ. Китай хӑнисем хушшинче Хуань Лилян профессор тата Инҫет Тухӑҫ институчӗн аспирантки Линь Боянь пулчӗҫ. Хуань Лилян истори ӑҫлӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, Пӗтӗм тӗнчери конфуци организацийӗн секретарӗ.

Фойере хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа хапӑл тунӑ хыҫҫӑн чӑваш тумлӑ шкул вӗрентекенӗсем чӑваш юррисене юрласа пачӗҫ. Юрӑсем итленӗ хыҫҫӑн хӑнасем шкул музейӗпе тата иккӗмӗш хутра вырнаҫнӑ шкул ачисем хатӗрленӗ куравпа паллашрӗҫ.

Спорт залӗнче хӑнасене ушу-таолу ятлӑ китай спорт тӗсӗпе паллаштарчӗҫ. Китайра ку спорт тӗсӗ нумайӑшне кӑмӑла каять иккен, ку шкула та вӗсем вӑл спорт тӗсӗпе интересленнине кура килнӗ.

Вӗҫӗнче Китай хӑнисене чӑваш апачӗсемпе хӑналарӗҫ.

37-мӗш шкулта хӑйсене епле кӗтсе илнипе Китай хӑнисем кӑмӑллӑ юлчӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 12

1939
87
Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть